Вырсарникун Ҫӗнӗ Шупашкарти ювелир лавккине ҫаратнӑ иккен — пурӗ 20 миллионлӑх вӑрласа тухнӑ.
Вӑрӑсем хӑйсен ӗҫне ир-ирех тухнӑ имӗш — ирхи 5 сехетрех. Чӳречерен кӗрсе вӗсем икӗ тимӗр ешчӗк йӑкӑртса тухнӑ. Пурӗ тӑваттӑн пулнӑ теҫҫӗ. Хайхисем «Газель» ҫине ларса ҫухалнӑ имӗш — медомствӑ тулашӗнчи сыхлавҫӑсем ҫитсе те ӗлкереймен. Каярах машинне тупнӑ — вӑрӑсем ӑна Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗ патӗнче хӑварнӑ.
Ку ӗҫ-пуҫпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Лавкка хуҫисем вӑрӑсем пирки мӗн те пулин пӗлтерекене ахаль тумӑпӑр теҫҫӗ, пулӑшма ыйтаҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен черетне чакарас тесе юлашки ҫулсенче сахал мар ӗҫ туса ирттерни вӑрттӑнлӑх мар. Халӗ черет чакса пырать, ҫапах та хӑш-пӗр ҫӗрте йывӑрлӑх ҫук мар. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра 3 ҫултан иртнӗ 400 ытла шӑпӑрлан ача-пӑча пахчине кайма черет кӗтет иккен. Вӗренӳ министерстви ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсене пурне те вырӑнпа тивӗтерме палӑртнӑ, ҫапах та Шупашкар районӗнче лару-тӑру уйрӑмах йывӑр иккен. Унта 3 ҫултан иртнӗ 208 ача хальлӗхе вырӑнсӑр юлнӑ.
2016 ҫул тӗлне вара пирӗн республикӑра ҫулталӑк ҫурӑран аслӑраххисен черетне те пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна 11 ача-пӑча пахчи, килес ҫул 18 хута яма палӑртнине шута илсен ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрес шанчӑк пур. Ҫапах та тепӗр ҫӗрте ӗҫе хӑвӑртлатмалли куҫ кӗрет иккен. Тӗслӗх вырӑнне Куславккапа Ҫӗмӗрле хулисене асӑнаҫҫӗ. Унта ӗҫе графикран юлса пурнӑҫланӑ-мӗн. Йӗпреҫ районӗнчи Буинск поселокӗнчи, Муркашри, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи тата Шупашкарти Гладков урамӗнчи ача-пӑча пахчисене 20 уйӑх кая юлса туни пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗ.
Нумай пулмасть Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялне кӗнӗ вырӑнта ҫул хӗррине юпа лартнӑ. Ӑна вырнаҫтарас шухӑшпа ҫурҫӗрте ӗҫлекен В.Т. Огурцов тухнӑ иккен — вӑлах укҫине уйӑрнӑ. Кӳлепене Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ касса хатӗрленӗ.
Юпана вырнаҫтарнӑ кун ӑна чаплӑ уяв туса уҫнӑ. Тӳре-шара та сахал мар пулнӑ — Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Лев Кураковпа Владимир Карсаков та хутшӑннӑ. Шкул ачисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пӗчӗк кӑна концерт лартса пачӗҫ.
Юпа тӑрринче алтӑр вырнаҫнӑ — ун ҫине вара Ишек тата яла никӗсленӗ ҫула — 1701 — ҫырса хунӑ. Шап та лӑп Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ те имӗш ҫак ял ҫыннисем ҫӗн ҫӗре. Ял ятне те ҫавӑнпа Ишек ят панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ишекӗ ятлӑ.
Сӑнсем: официаллӑ сайтран (24), Н. Плотников тунисем (7).
Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер.
Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлекен полигон тунине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Вӑл Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар районӗсенчи йӑлари хытӑ каяша йышӑнмалла. Ҫӳп-ҫап турттаракан машинӑсене спутник-хула витӗр ҫӳреттерес мар тесе Шупашкартан полигон патне уй урлӑ кайма ҫул тума шухӑшланӑ.
Ҫул тӑвас ӗҫ паян ҫине тӑрсах малалла пырать. Асфальта хурса пӗтернӗ ҫӗрте ҫул айккисене вак чул сарса тухассипе ӗҫлеҫҫӗ, ҫул айккипе тимӗр карта тытаҫҫӗ. Унти ӗҫ-пуҫпа тӗрлӗ шайри тӳре-шара паллашсах тӑрать.
Йӑршу юханшывне «Юрма» агрохолдинг сиен кӳни пирки эпир пӗлтернӗччӗ, тӗрӗслевҫӗсем 1 300 пулӑ виллине ун чухне тупнӑччӗ.
Шупашкар район прокуратури тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пулӑ Кӳкеҫ патӗнче, ҫавӑн пекех юхӑмӑн тата та анат енче те — Юртукасси ялӗ таранах — вилнине палӑртнӑ. Ҫак фактсене тӗпе хурса «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснишӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Район сучӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятие 8.2 статьяпа айӑпласа чи пысӑк виҫене — 250 пинлӗх штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Хальхи вӑхӑтра агрохолдинга административлӑ право тӗлӗшӗпе 7.6, 8.15, 9.2, 8.38 тата 8.13 статьян 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн, вӗсене пӑхса тухайман-ха. Ҫавӑн пекех пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ — РФ Пуҫиле кодексӑн 247 статьин 2-мӗш пайӗпе.
Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теме юрататчӗ кукамай. Чӑн та, аптӑрасан ҫын таҫта та ҫитет пуль ҫав. Хӑшӗсем, ав, республика Элтеперӗ патне те ним мар вӗҫтереҫҫӗ. Акӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ кун, юпан 24-мӗшӗнче. Ун патне тӗрлӗ ыйтупа пыракан пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Галина Филиппова, ав, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ эрех-сӑра сутакан заведенисем пирки тарӑхса пӗлтернӗ. Ӗҫсе-хыпса лартнӑ ҫынсем вӑрҫӑ-харҫӑ пуҫласа та кансӗрлеҫҫӗ иккен.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Ирина Московцева нумай ача амӑшӗ тата Шупашкарти сусӑр ача амӑшӗ Наталия Доброхотова ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫав ҫемье валли ҫурт туса пӗтернӗ те иккен, шывпа, ҫутӑпа тата газпа тивӗҫтерсен унта куҫма кӗҫех май килӗ. Сусӑр ачаллӑ ҫемье вара общежитинче хӗсӗнсе пурӑнать. Хваттерпе тивӗҫтермелли пирки суд йышӑну та кӑларнӑ-мӗн-ха. Ыйтӑвӗ хальлӗхе татӑлман. Михаил Игнатьев рсепублика хыснинче кӑҫал валли 30 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Вӑл суд йышӑнӑвне тивӗҫтерсе ҫурт-йӗр тума палӑртнӑскер иккен.
Пуҫлӑх патне каякан кирек епле ҫын та пулӑшу кӗтсе илессе шанать. Район шайӗнчи пуҫлӑхсем патнех те халӑх чун ыратӑвӗпе ҫитет. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ҫак эрнере ирттернӗ йышӑнӑва вунӑ ҫын пынӑ. Вӗсем — Кӳкеҫ, Ишлей, Шӗнерпуҫ тата Лапсар ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем.
Кама мӗн пӑшӑрхантарать-ха? Халӑхӑн ыйтӑвӗ, пӗтӗмӗшле илсен, пӗр пекрех. Сӑмахран, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӗр уйӑрса парасси, ҫӗнӗ урамсене шыв тата ҫутӑ кӗртесси. Ишлей ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм та, ав, ҫӗр ыйтӑвнех хускатнӑ. Нумай ачаллисем вӑл тӑрӑхра 31 ҫемье ҫак ӗмӗтпе ҫунатланать иккен. Паянхи куна илсен вуннӑшне кӑна тивӗҫнӗ-мӗн. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫакӑншӑн Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӳпкелесе илнӗ. Вырӑнта ҫине тӑманнине пула юлашки икӗ ҫул хушшинче ҫӗр участокӗсене виҫтермен иккен. Анчах ку ыйтӑва хӑй еккипе ямӗҫ — яваплисене ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.
Ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен кӗнчеле теҫҫӗ те, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тата урама машинӑсем кӗртес мар тесе пӗренесем хурса тухнӑ иккен.
Шупашкар районӗн ҫынни килти выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетме ӗмӗт тытнӑ та, унӑy шухӑшӗсене суд ырламан. Ырламанни сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ. Хайхи шӗремет выльӑха туянассипе аппаланас мар тенӗ, ҫавӑнпа та ют ҫын вӑкӑрӗпех хуҫаланнӑ.
Йӗрлев ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 2-мӗшӗнче асӑннӑ арҫын ҫырмара кӑкарнӑ выльӑха курнӑ та йӗри тавра ҫын куҫӗ ҫуккине кура ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса илсе кайнӑ. Вӑкӑре вара имшеркке пулман, йывӑрӗшӗпе кӗлеткине кура ӑна 35 000 тенкӗпех хакланӑ.
— Выльӑх хуҫи вӑкӑр ҫухалнине асӑрхасан, тӳрех полицие хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑррине те, вӑкӑрне те тупса панӑ, — пӗлтереҫҫӗ прокуратурӑра.
Ҫапла вара суд пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх хайхи арҫын малтан та вӑрлас ӗҫпе аппаланине кура 4 ҫуллӑх пӗтӗмӗшле режимла юсав колоние лекнӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн тӗпренчӗкӗ пирки 11 ҫултан аса илнӗ. Амӑшӗн тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламаннине кура ӑна хӑй вӑхӑтӗнче амӑш правинчен хӑтарнӑ.
Ҫавӑн йышшисенчен хӑшӗсем авӑра путнӑҫем путса пыраҫҫӗ те, ку вара ҫулсем шунӑҫем тӑна кӗрсе пынӑ. Хӗрарӑм телейӗ ачасен телейӗнче пулнине ӑнланса илнӗ май пурнӑҫне ылмаштарма талпӑннӑ. Халӗ, ав, вӑл ачипе пӗрле пулма ӗмӗтленет. Ҫавӑнпах вӑл опекӑпа попечительство органне ҫитнӗ, амӑш правине тавӑрса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑмӑн самай ӳснӗ хӗрӗ те амӑшӗпе пурӑнасшӑн иккен.
Ҫапах та ку ыйтура пӑнчӑ лартаканни, тӗрӗсрех, амӑш правине тавӑрса парасси ҫинчен йышӑну тӑваканни — суд. Опекӑпа попечительство органӗ вара унта тӑратма тивӗҫлӗ хутсене тишкерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |